Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Суйлавра (Волгин В.)

Паянхи уявӑмӑр пит аслӑ,
Ир-ирех ҫӗршывӑм вӑранать.
Эпӗ халь нихҫанхинчен хаваслӑ,
Чӗрере ҫӗн юрӑ шӑранать.

Суйлаври ҫынсен пӗр шухӑш-кӑмӑл,
Мирлӗ ӗҫшӗн халӑх сасӑлать.
Чӗремре мӗн евӗр ырӑ, ҫӑмӑл —
Мир ӗҫне парсассӑн сассӑма;

Эп калатӑп: ман Тӑван ҫӗршывӑм
Ҫирӗплентӗр, ӳстӗр яланах.
Пирӗн ҫутӑ ӗмӗт — Коммунизм,
Ертсе пытӑр парти—малалла!

1952

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Волгин Василий сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 22:24:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3054 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем